уроженцы Порецкого района
Алатырцев Владимир Иванович
(30.10.1908-30.10.1964)


Алатырцев Владимир Иванович: фото

Алатырцев Владимир Иванович (17.10.1908-30.10.1964)

Вырӑс ҫыравҫи, журналист, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, СССР Писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1941).

1908 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Улатӑр районне кӗрекен Семеновское ялӗнче ҫуралнӑ.

В. Алатырцевӑн ӗҫ биографийӗ Шупашкарти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан пуҫланнӑ. Вӑл ялти учитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, кайран педагогика институтӗнче вӗрентме пуҫланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра ҫапӑҫнӑ, ҫар хаҫачӗн корреспонденчӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Рига хулинче пурӑннӑ, Латви ҫыравҫисен Союзӗнчи вырӑс ҫыравҫисен секцине ертсе пынӑ, Чӑваш ҫӗршывӗпе ҫыхӑну тытсах тӑнӑ, чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Паллӑ вырӑс ҫыравҫине яланах ҫӗршыв, тӑван тавралӑх шӑпи кӑсӑклантарнӑ. 1941 ҫулта "Весна в Засурье" ятлӑ сӑвӑсемпе поэма кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ. Унта вӑл чӑваш ялӗсенче колхозсем чӑмӑртанса аталанма тытӑннӑ тапхӑра сӑнласа парать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен паттӑрлӑхӗпе тылра ӗҫлекенсен хастарлӑхне "Фронтовая тетрадь" кӗнекинче анлӑн ҫутатса парать. Ҫавӑн пекех лирикӑллӑ сӑвӑ пуххисен авторӗ. Вӗсем хушшинче: "Голос сердца", "Ясень", "Все, что сердце имело", "Суравлейка", "От имени поколения", "По тропам юности" т. ыт. те.

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫӑн I степеньлӗ орденӗсемпе тата темиҫе медальпе чысланӑ.

1964 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Рига хулинче вилнӗ.