уроженцы Чебоксарского района
Орлов Георгий (Егор) Федорович
(29.03.1925-19.09.2007)


Орлов Георгий (Егор) Федорович: фото

Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович) (29.03.1925-19.09.2007)

Сӑвӑҫ, прозаик, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1961), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1981, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1970).

1925 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрекен Толиккассинче ҫуралнӑ.

Г. Орлов Иккасинчи вӑтам шкулта, партин Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 1943 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тухса кайнӑ. 2-мӗш Белорусси фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Автоматчик, отделени командирӗ, полкри радиостанци начальникӗ пулнӑ. Ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн "Хӑюлӑхшӑн", "Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн", "1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн" медальсем илме тивӗҫ пулнӑ.

1948 ҫулчченех Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1949 ҫулта ӑна ВЛКСМ Шупашкар райкомне ӗҫлеме илнӗ, унтан комсомол райкомӗн секретарӗ пулма суйланӑ. 1951-1954 ҫулсенче ҫар училищинче партипе комсомол органӗсенче ӗҫленӗ, 1954-1965 ҫулсенче "Ялав" журнал редакцийӗн литература сотрудникӗ пулнӑ. 1963 ҫулхи ҫуркуннеччен Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ пулнӑ. 1963 ҫулта ӑна Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правленийӗн членӗ пулма суйланӑ, "Ялав" журнал редакторӗнче ӗҫленӗ.

Литература ӗҫне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн тытӑннӑ. Пултарулӑхӗнчи уйрӑмах паллӑ хайлавсем – "Ҫуралнӑ кил", "Вилӗмрен те вӑйлӑрах" тата "Экзамен" поэмӑсем. Вӗсенче халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине паттӑррӑн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, мире хӳтӗлеме, пуласлӑхшӗн мӗнпур вӑйран кӗрешме чӗннӗ. Тӑван ҫӗршыв илемӗпе тӑван тавралӑх пуянлӑхӗ ҫинчен сахал мар сонетсем, калавсемпе повеҫсем ҫырнӑ. Р. Бернс, С. Есенин, М. Танк, С. Щипачев тата ытти сӑвӑҫсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Н. Евстафьев, А. Эсхель, А. Алга тата нумай сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тишкерсе тухнӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Вилӗмрен те вӑйлӑрах", "Кӑрлач – раштав", "Кил ҫути", "Манӑн юрату", "Чунтан-вартан", "Тривим йысна калавӗсем", "Вечный миг", "По длинной дороге года", "России солдат", "Свет родного очага" т. ыт. те.

2007 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.