уроженцы Комсомольского района
Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич
(02.01.1943-17.12.2021)


Агивер Федор Георгиевич: фото

Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич (02.01.1943-17.12.2021).

Писатель, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ (1976).

1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски районенчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралӑ.

Нӗркеҫри ҫичӗ класлӑ шкулта, Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1965 ҫулта Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Вӗреннӗ хушӑрах Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑшри, Канаш районӗнчи Вӑтӑрпуҫри шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Чӑвашрадиопа телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Писательсен союзӗнче тӗрлӗ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ. "Ялав", "Тӑван Атӑл", "Капкӑн" журналсенче вӑй хунӑ. 1998 ҫулта "юриспруденци" специальноҫӗпе Мускаври патшалӑх социаллӑ университетне пӗтернӗ. Мускаври А. М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗн Аслӑ курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ. Х. Агивер Чӑваш Республикинчи ҫыравҫӑсен "Хурӑнташ" союзӗн ертӳҫи.

Х. Агивер литература ӗҫне 1959 ҫулсенче тытӑннӑ, "Ешӗл хум" сӑвӑ кӗнеки 1970 ҫулта тухнӑ, В. Розов, В. Шукшин, А. Вампилов тата ытти вырӑс писателӗсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекесем: "Ешӗл хум" (сӑвӑсем), "Ҫапса ҫумӑр ҫӑвать" (новеллӑсем), "Юр хӗвет", "Юрату сӑмахӗ", "Сар ачапа сарӑ хӗр", "Икӗ аркӑллӑ кӗпе", "Юратупа ҫӑкӑр" (пьесӑсем); вырӑсла - "Цвет черемуховый", "Утро журавлинное".

"Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ" (1992), республикӑри журналистсен премийӗн лауреачӗ С. Эльгера(1992).