уроженцы Канашского района
Чичканов Петр Николаевич
(07.07.1922-14.01.2008)


Чичканов Петр Николаевич: фото

Чичканов Петр Николаевич (07.07.1922-14.01.2008)

Писатель, художник, куҫаруҫӑ, публицист, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (1969), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1969), Украина ССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1982), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хальхи Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Петр Николаевич Чичканов Улатӑрти тата Шупашкарти ӳнер шкулӗсенче вӗреннӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Пӗр хушӑ ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1950 ҫултанпа Киев хулинче пурӑннӑ, тӑватӑ чӗлхепе тухакан "Украина" журналӑн тӗп ӳнерҫи пулнӑ. 1986-1988 ҫулсенче "Ялав" журналта ӳнерҫӗ пулса ӗҫленӗ.

Малтанхи сӑввисем республикӑри хаҫат-журналта 1935 ҫулта пичетленнӗ. Чӑвашпа украин халӑхӗсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн хытӑ тимленӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин кун-ҫулне тӗпченӗ. "Кӑвар чӗре" (1965), "Ҫӗнӗ кун ачи" (1989), "Сенкер Десна" (1992) роман-хроникӑсем ҫырса хӑварнӑ.

2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Киев хулинче вилнӗ.