(14.11.1950)
![Сарине Лидия Михайловна](http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/sarine.jpg)
Сарине Лидия Михайловна (14.11.1950)
Чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1994).
1950 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Аслӑялта ҫуралнӑ.
Лидия Михайловна Сарине Метикассинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ. Хӑйӗн ӗҫ биографине ача-пӑча учрежденийӗсенчен пуҫланӑ, каярах Кинофикаци управленийӗнче, "Тӑван Атӑл" журнал редакцийӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.
Ҫыравҫӑн пӗрремӗш калавӗ – "Тӑварлӑ хурӑн шывӗ" – 1984 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унтанпа хайлавӗсем республикӑри хаҫат-журналсенче тӑтӑшах пичетленсе тӑраҫҫӗ. Лидия Сарине аслисем валли те, кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли те ҫырать.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Таврӑн, савниҫӗм" (1992), "Шурӑ пӑрахут" (199З), "Сенкер каҫсем" (2000), "Чӗрӗп инке" (2002), "Наян мулкач" (2010), "Телейлӗ кӑмпа" (2013) т.ыт.те.
2003 ҫулта ӑна Раҫҫей писателӗсен союзӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнать.