уроженцы Аликовского района
Осипова Елизавета Борисовна
(07.06.1945-неизв.)


Осипова Елизавета Борисовна

Осипова Елизавета Борисовна (07.06.1945).

Прозаик, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (1992).

1945 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ.

Е. Осипова Элӗкри вӑтам шкулта сакӑр ҫул пӗтернӗ, Шупашкарта куҫӑмсӑр майпа вӗренсе вӑтам пӗлӳ илнӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти пир-авӑр комбинатенче, "Тӑван Атал" журналта ӗҫленӗ.

Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫӗсем "Ҫул пуҫламӑшӗ" (1982), "Ӑшӑ ҫумӑр" (1986), "Сӗрӗмлӗ пуҫ" (1988) кӗнекесенче пичетленнӗ. Хӑйлавӗсенчен чылайӑшӗ шкул учебникӗсене кӗнӗ.