уроженцы Чебоксарского района
Хведи Чуваш (Чӑваш Хвети)
(ок. 1810- неизв.)


Хведи Чуваш (Чӑваш Хвети) (1810 ҫ тӗлӗ -?).

Фольклорист, импровизатор тата халӑх юррисене юрлаканӗ.

Хвети - чӑвашла юрӑсем хайланӑ автор. Культура уҫлӑхӗнче Чӑваш Хвети тесе асӑнни те курӑнкалать. Хвети юррисене Д. П. Ознобишин 1833-мӗш ҫулта ҫырса илнӗ. Хусанти "Заволжский Муравей" журналта ҫав ҫултах "Чувашская песня" статьяра пичетлесе кӑларнӑ. 1834-мӗш ҫулта А. А. Фукс ) "Поездка из Казани в Чебоксары" тӗрленчӗкӗнче кун ҫути кӑтартать. 1840-мӗш ҫулта вӗсене хӑйӗн "Записки А. А. Фукс о чувашах и черемисах Казанской губернии" кӗнекине кӗртет. Пур тӗлте те юрӑсен илемлӗхлӗ куҫарӑвӗсем те пур. Д. П. Ознобишин поэт «Заволжский муравей» журналта унӑн 14 юррине пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Хвети ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Каярахпа унӑн ытти сӑввисем те кун ҫути курнӑ. Чӑваш Хветине «Чӑваш Пушкинӗ» тенӗ.

Шупашкар хулинче Чӑваш Хвити ячӗпе урама ят панӑ.