уроженцы Яльчикского района
Перепелкина (Елен Нарби) Елена Петровна
(26.06.1969)


Чекушкина Елена Петровна: фото

Перепелкина Елена Петровна (Елен Нарпи) (26.06.1969)

Ҫыравҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2004), Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (2010).

1969 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Елена Петровна Перепелкина (Елен Нарпи) Ҫуткӳлти сакӑр ҫул вӗренмелли тата Курнавӑшри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе тухсан ӑна университетра ӗҫлеме хӑварнӑ. Вӑл вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче студентсене вӗрентет.

Малтанхи статйисемпе калавӗсене шкулта вӗреннӗ чухнех "Тантӑш" хаҫатпа "Хатӗр пул" журналта пичетленӗ. Унӑн калавӗсемпе повеҫӗсем "Ялав", "Тӑван Атӑл", "Пике" журналсенче кун ҫути курнӑ. Ҫыравҫӑ "Ҫумламан йӑран" (2007), "Салтак тӳмипе Тал пиҫен" (2012), "Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки" (2015), "Хӗл лариччен" (2019) кӗнекесем кӑларнӑ. Унăн хайлавěсенче хускатнă темăсем: çынлăхпа туслăх, кăмăл-сипет, чыс, тивӗç.

Елен Нарпи – ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен республикӑри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2013).

Награждена Почетной грамотой Союза писателей России (2013, 2023) и др.