уроженцы Урмарского района
Никитина (Сухан) Альбина Александровна
(13.07.1963)


Никитина Альбина Александровна: фото

Никитина (Сухан) Альбина Александровна (13.07.1963 ).

Журналист, Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (1995), чӑваш ҫыравҫи, чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2013).

1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Ыхраҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.

Шӑплатри пуҫламӑш тата Урмарти вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ. 1985 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пер хушӑ Елчӗк район хаҫатӗнче вӑй хунӑ, каярахпа Тӑвайӗнче тухса тӑракан "Ял ӗҫченӗ" хаҫата куҫнӑ.

Ялта пурӑнакан журналист пушӑ вӑхӑтра калавсемпе пьесӑсем ҫырать. Хайлавсем "Тантӑш", "Чӑваш хӗрарӑмӗ" хаҫатсенче, "Ҫил ҫунат", "Пике", "Тӑван Атӑл" журналсенче пичетленнӗ. Ҫыравҫӑ - "Пур та пӗтет, ҫук та ҫитет" , "Хура ҫӑл патӗнче" кӗнекесен авторӗ.