уроженцы Комсомольского района
Максимов Геннадий Аркадьевич
(01.01.1961)


Фото

Максимов Геннадий Аркадьевич (01.01.1961)

Ҫыравҫӑ, журналист, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ (1994), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2001), Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (2005).

1961 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫр ялӗнче ҫуралнӑ.

Максимов Геннадий Аркадьевич вӑтам шкул хыҫҫӑн Вӑрнарти совхоз-техникумра, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Райхаҫатра, ВЛКСМ райкомӗнче, Чӑваш телекуравӗнче, "Хресчен сасси" хаҫатра ӗҫленӗ. 1994 ҫултанпа – "Хыпар" хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ, 1998 ҫултанпа – "Хыпар" издательство ҫурчӗн директорӗн – тӗп редакторӗн ҫумӗ.

Литературӑра та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. 2005 ҫулта тухнӑ кӗнекесен хушшинче "Сталин грамоти" кӗнеке "Чи нумай вуланакан кӗнеке" конкурсра лауреат пулса тӑнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Сталин грамоти", "Ҫӗрӗллӗ хура кушак", "Вӑхӑта парӑнман юрату", т. ыт. те.

2011 ҫулта Г. Максимов "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медальне тивӗҫнӗ.