уроженцы Аликовского района
Лукин Аркадий Васильевич
(17.03.1934-12.03.1995)


Лукин Аркадий Васильевич: фото

Лукин Аркадий Васильевич (17.03.1934-05.05.1995)

Поэт, публицист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1963), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1988), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994).

1934 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Лутра Пакӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Аркадий Васильевич Лукин ВЛКСМ Центральнӑй комитечӗ ҫумӗнчи комсомолӑн аслӑ шкулне тата А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи Литература аслӑ курсӗсене пӗтернӗ. Комсомол обкомӗнче, Чӑвашрадиора, "Молодой коммунист", "Коммунизм ялавӗ" хаҫатсенче, "Ялав", "Тӑван Атал" журналсенче ӗҫленӗ.

СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

"Чӗре хӗлхемӗ" (1960), "Манӑн ҫӑлтӑр" (1962), "Ҫӗнӗ уйӑх" (1963), "Эсӗ пулсан..." (1964), "Эпир вӗҫме ҫуралнӑ" (1968) тата ытти кӗнекесен авторӗ.

1995 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.