уроженцы Батыревского района
Мефодьев (Аксар) Александр Иванович
(28.11.1938)


Мефодьев Александр Иванович

Мефодьев Александр Иванович (Сантӑр Аксар) (28.11.1938)

Литературовед, педагог, ҫыравҫӑ, журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1984), доцент (1993), М. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1998), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2000), Чӑваш Республикин писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1991), Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1992), Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1958).

1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ.

Александр Иванович Мефодьев (Сантӑр Аксар) И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи "Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн" хаҫатра, КПСС Йӗпреҫ райкомӗнче, Патӑрьел районӗнчи "Авангард" хаҫатра, КПСС Чӑваш обкомӗнче ӗҫленӗ, "Хатӗр пул" ("Ҫилҫунат") журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ. 1992 ҫултанпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хурать. Филологи наукисен кандидачӗ, доцент. 1992 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.

Пӗрремӗш сӑвви районти "Авангард" хаҫатра 1954 ҫулта тухнӑ. Сакӑр кӗнеке авторӗ. Ытларах критикӑпа литературоведенире палӑрнӑ. Ун нумай сӑввине композиторсем юрра хывнӑ. Пултарулӑхри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ.