уроженцы Ибресинского района
Краснов (Пулар Мигул) Николай Георгиевич
(10.02.1952)


Пулар Мигул

Краснов Николай Георгиевич (Микул Пулар) (10.02.1952)

Писатель, журналист, Раҫҫей журналисчӗсен тата ҫыравҫисен союзӗсен членӗ.

1952 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Георгиевич Краснов (Микул Пулар) вӑтам шкул хыҫҫӑн икӗ ҫул ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Ҫap округӗпе чаҫӗн хаҫачӗсенче пичетленме тытӑннӑ. Шупашкарти агрегат заводӗнче вӑй хунӑ. Каярахпа тӑван районти "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатра ӗҫленӗ.

1976 ҫулта вӑл Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтне вӗренме кӗнӗ. Ӑна 1981 ҫулта ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. Сӑввисем "Литературная Россия" хаҫатра тата "Вдохновение" коллективлӑ сборникра кун ҫути курнӑ.

1981 ҫулта Шупашкара таврӑнсан "Капкӑн" журнал редакцине вырнаҫнӑ, унта 25 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.

Унӑн "Ҫӗнӗ кӗвӗ" (1976), "Кун каҫалӑкӗ" (1987), "Хӗвел пайӑркисем" (1991) сӑвӑ кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.