уроженцы Яльчикского района
Карлин Николай Сергеевич
(02.10.1946-22.06.2017)


Карлин Николай Сергеевич: фото

Карлин Николай Сергеевич (02.10.1946)

Поэт, композитор, хормейстер, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2005), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1982), Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993).

1946 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Сергеевич Карлин Шупашкарти профессипе техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗренӳ мастерӗнче ӗҫленӗ, ҫарта пулнӑ. Курган хулинче профессипе техника училищинче вӗреннӗ. 1975 ҫулта Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи пӗтернӗ (хор дирижерӗ тата композици класӗсем). 2005 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ. Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче, машинӑсем тӑвакан заводра, тӑваттӑмӗш номерлӗ професси училищинче ӗҫленӗ, халӑх хорӗсене ертсе пынӑ. 2000 ҫултанпа Самар облаҫӗнчи Сергиев районӗнчи Хурамал-Этелек ялӗнче художество пултарулӑх ушкӑнне ертсе пырать.

Ҫӗре яхӑн юрӑ ҫырнӑ. "Пурнӑҫ ҫулӗ" (1990), "Юрла, тӑван" (2003), "Юмах, легенда, баллада" (2008), "Сӑвӑсемпе юрӑсем" (2013) тата ытти кӗнекесен авторӗ.