уроженцы Батыревского района
Айги (Лисин) Геннадий Николаевич
(21.08.1934-21.02.2006)


Айги Г. Н.: фото

Айги (Лисин) Геннадий Николаевич (21.08.1934-21.02.2006).

Чӑваш писателӗ, халӑх поэчӗ.

1934 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ.

Патӑрьелти педагогика училищине тата СССР писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтне пӗтернӗ. Мускавра В. В. Маяковский ячӗллӗ музейра ӗҫленӗ.Чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ, тӗрлӗ халӑх литературине чӑвашла куҫарас енӗпе тимленӗ. Вӑл хатӗрленӗ "Чӑваш поэзийӗн антологийӗ" ЮНЕСКО пулӑшнипе Англире, Венгрире, Францире тата ытти ҫӗршывсенче тухнӑ.

Чӑвашла сӑвӑсем "Аттесен ячӗпе" (1958), "Утӑм" (1964), "Палӑрӑм" (1971), "Чӗре тӗвӗ" (1975), "Сӑвӑсем" (1980) тата ытти кӗнекесенче тухнӑ. 2008-2009 ҫулсенче Г. Айхин "Ҫырнисен пуххи" Шупашкарта икӗ томпа пичетленнӗ.

Чӑваш АССРӗн К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх, А. Белый, Б. Пастернак, Ф. Петрарка ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Франци тата Венгри наградисене тивӗҫнӗ. 2011 ҫулта Шупашкар хулин Администрацийӗ хушнипе Хмельницкий урамӗнчи пурӑнмалли районти 1-мӗш автомагистраль урамне "Геннадий Айги проспекчӗ" ят панӑ.

2006 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.