уроженцы Вурнарского района
Илебер (Михайлов) Григорий Михайлович
(27.01.1939-13.04.2003)


Илебер Григорий Михайлович

Михайлов (Илепер) Григорий Михайлович (27.01.1939-13.04.2003)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1982), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ (1980).

1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ поселокӗнче ҫуралнӑ.

Григорий Михайлович Михайлов (Илепер) 1954 ҫулта Кӑмашри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан Вӑрнарти зооветеринари техникумӗнче пӗлӳ пухнӑ. Тӑватӑ ҫула яхӑн Вӑрнарти "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" район хаҫачӗн редакцийӗнче, каярах Вӑрнар районӗнчи "Знамя", "Колос" тата "Ленинец" колхозсенче тӗп зоотехникра тӑрӑшнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен кӗретсӗр йӗркепе вӗренсе тухнӑ.

Сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсем 1950 ҫулсен пуҫламӑшӗнчех "Ялав" тата "Тӑван Атӑл" журналсенче, тӗрлӗ хаҫатра пичетленнӗ. Каярахпа унӑн ҫакӑн пек кӗнекисем кун ҫути курнӑ: "Униче" (1980), "Парӑм" (1989), "Ҫӗклем" (1996), чылай сӑвви "Литературная газета", "Литературная Россия", "Советская Россия" хаҫатсенче вырӑсла тухнӑ. 1983 ҫулта сӑвӑҫа СССР писателӗсен союзне илнӗ.

Поэт 2003 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.