уроженцы Комсомольского района
Гордеев Денис Викторович
(04.06.1938)


Гордеев Д. В.

Гордеев Денис Викторович (04.06.1938).

Писатель, публицист, журналист, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1978), "Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ (2000), К. Турхан премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин халӑх писателӗ (2008).

1938 ҫулхи ҫӗртме 4-мӗшенче ҫуралнӑ. Ялти шкулта ҫичӗ класс пӗтерсен Полина Осипенко ячӗлле вӑрман промышленность эртелӗнче ӗҫленӗ. Унтан Комсомольскинчи вӑтам шкулта пӗтернӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, партин Чулхулури аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫар службинче виҫӗ ҫул пулнӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑнах пичетре ӗҫленӗ. Комсомольски район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, редактор ҫумӗ пулнӑ, Муркаш район хаҫачӗн редакторӗ, Чӑваш кӗнекен издательствин директорӗ, "Коммунизм ялавӗ" хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Пӗр хушӑ СССР Литфончӗн Чӑвашуйрӑмне директор пулса ертсе пынӑ, Писательсен союзӗн литература консультатӗнче ӗҫленӗ.

Д. Гордеев ача-пӑча кӗнекисем те, сӑвӑ пуххисем те, калавсемпе повеҫсен кӗнекисем те кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Ӑшӑ ҫумӑр","Акман ыраш", "Куккуклӑ сехет", "Карӑк туйӗ", "Чи вӑрӑм кун", "Тӗрленӗ кӗпе", "Ҫеҫен хир ҫилӗ", "Хурӑнсар", "Ҫурта кунӗ", "Пӑсташ", "Хуп хушшинчи ҫылӑх", "Ҫич ҫунатлӑ курак", "Хӗрес хывнӑ хӗвел", "Макумба ташши", "Аҫаҫури" тата ыттите.

Основные издания: "Акман ыраш" (Несеяная рожь), "Куккуклӑ сехет" (Часы с кукушкой), "Карӑк туйӗ" (Глухариный ток), "Чи вӑрӑм кун" (Самый длинный день), "Тӗрленӗ кӗпе" (Вышитая рубашка), "Ҫеҫенхир ҫилӗ" (Степной ветер), "Ҫурта кунӗ" (День поминок), "Пӑсташ" (Порча), "Хуп хушшинчи ҫылӑх" (Тайный грех), "Ҫич ҫунатлӑ курак" (Семикрылый грач), "Хӗрес хывнӑ хӗвел" (Солнце, помеченное крестом), "Макумба ташши" (Танец Макумба), "Аҫаҫури" (Отчим), и др.

Победитель республиканского конкурса "Литературная Чувашия: самая читаемая книга года": "Ҫич ҫунатлӑ курак" (Семикрылый грач, 2002), "Хуп хушшинчи ҫылӑх" (Тайный грех, 2004), "Пӑсташ" (Порча, 2005).