уроженцы Батыревского района
Ситов (Ситта) Федот Александрович
(28.05.1914-27.02.1944)


Федот Ситта, фронт 1941 г.

Ситов (Ситта) Федот Александрович (28.05.1914-27.02.1944).

1914 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпернинчи Пӑва уесӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, унтан Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Патӑрьелӗнчи педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. Ҫав районти Сӑкӑтри пуҫламӑш шкулта учитель пулса ӗҫленӗ. 1932 ҫулта ҫамрӑк писатель Шупашкарта "Пионер сасси" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1935-1938 ҫулсенче Ленинградри журналистика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ. 1938 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан "Красноармеец" дивизи хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, 1942 ҫултан - батальон комиссарӗ тата "Защитник Родины" хаҫат редакторӗ пулнӑ.

Литература ӗҫне вӑл 30-мӗш ҫулсенче тытӑннӑ, хӑйӗн пирвайхи калавӗсемпе сӑввисене районти "Пирӗн сас" (хальхи "Авнгард") хаҫатра пичетленӗ. Ҫамрӑк журналист-писателӗн чылай сӑвви-юррисемпе калавӗсем пуринчен ытла "Пионер сасси" тата "Ҫамрӑк колхозник" (халӗ "Молодой коммунист" хаҫатсенче пичетленнӗ: "Хӗрӳ ӗҫре эпир ударник", "Ҫул-йӗр паттӑрсен юрри", "Кашни хавас чӗрепе", "Герман доброволец", "Лагерти хаваслӑх" тата ыттите. Хветӗр Ҫитан "Фронтри паттӑрсем" кӗнеки 1941 ҫулта пичетленсе тухнӑ. "Артеллиристсем" калав вара 1939-1940 ҫулсенчи финн вӑрҫинче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнарлать.

Ф. Ситова Отечественннӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе, "За боевые заслуги" медальпе наградӑланӑ.

Ф. А. Ситов йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилнӗ. Ӑна Нарва хули ҫывӑхӗнчи Долгая Нева ятлӑ ял патӗнчи масар ҫине пытарнӑ.