уроженцы Цивильского района
Ижендей (Петров) Николай Петрович
(14.02.1953)


Ижендей Николай Петрович: фото

Ишентей (Петров) Николай Петрович (14.02.1953)

Ҫыравҫӑ, журналист, вӗрентӳҫӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн членӗ (1994), Ҫеҫпӗл Мишши (2004) тата Н. Янкас (2012) премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2013).

1953 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.

Н. Ишентей Чӑваш Республикин патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче тата Чӑваш Республикин И.Н. Ульянов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче пӗлӗ пухнӑ. 1991-2005 ҫҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. 2005-2006 ҫҫ. "Хыпар" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум тата Патӑръел шкулӗсенче ӗҫлет.

Ҫыравҫӑ тӗрлӗ жанрсемпе ҫырать. Поэмӑсем, сӑвӑсем, юмахсем хайлать, калавсем ӑсталать, повесть патне туртӑнать. Республикӑри хаҫат-журналта унӑн публистикӑлла материалӗсем тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. Ача-пӑча кӗнекисем те тӑтӑшах кун ҫути кураҫҫӗ.

Н. Ишентей 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хайлавӗсем республикӑра ирттерекен "Ҫулталӑк кӗнеки" конкурсра темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Ҫавра кӳлӗ хӗрринче", "Хӳреллӗ дневник", "Тӗрӗллӗ ҫыру тӗлӗнтермӗшӗсем", "Ташлакан купӑс", "Хаваслӑ кӑлтӑрмач", "Чарусӑр мечӗк", "Пӗчӗк салтак", "Планетӑпа чӗре", "Тасату сасси", "Ырӑ ӗҫсен команди" тата ыттисем.