уроженцы Ибресинского района
Ахрат (Константинов) Иван Васильевич
(03.06.1934-04.06.2004)


Ахрат Иван Васильевич

Ахрат (Константинов) Иван Васильевич (03.06.1934-04.06.2004)

Сӑвӑҫӑ, проза ӑсти, журналист, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1994), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1985), Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ

1934 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче ҫуралнӑ.

Иван Ахрат Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Улатӑр, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи музыка шкулӗсенче ӗҫленӗ, республикӑри Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ пулнӑ, нумай ҫул Чӑвашрадиора музыка передачисен редакторӗнче ӗҫленӗ.

И. Ахратӑн пӗрремӗш сӑвви 1971 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Унӑн нумай сӑввине чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ.

"Шурӑмпуҫ шӑпчӑкӗсем" (1971), "Ҫичӗ юлташ ҫулӗпе" (1987), "Кӑвак ҫутӑ килсен" (1991), "Ҫул юхать, юхать" (2000) кӗнекесен авторӗ.

И. Ахрат 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вилнӗ.

Иван Ахрат // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 357.