уроженцы Урмарского района
Тимофеев (Ыхра) Анатолий Александрович
(03.05.1948-28.01.2004)


Тимофеев (Ыхра) Анатолий Александрович

Тимофеев (Ыхра) Анатолий Александрович (03.04.1948-28.01.2004).

Ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, публицист, литература критикӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1989), К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗ.

1948 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Ыхраҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.

Анатолий Александрович Тимофеев (Ыхра) Шаплатри пуҫламӑш, Урнарти вӑтам шкулсенче, Баутинари (Казахстан) 54-мӗш техника училищинче тата Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Салтакра пулнӑ (1967-1969). 1970-1983 ҫулсенче Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химпром" производство пӗрлешӗвӗнче электромонтерта ӗҫленӗ. 1983 ҫулта вӑл пичет ӗҫне куҫнӑ. Республикӑри "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Сӗнтӗрвӑрринчи "Ленин ялавӗ" хаҫатра тата "Путене" журналта, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярахпа "Тӑван Атӑл" журналта тӗп редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

А. Ыхран "Эс кӑҫал шкула каятӑн" (1980), "Пӑрчӑкан пек хӗр ача" (1987), "Тӗнче илемӗ" (1988), "Ял хыҫӗнчи пусма" (1991), "Сӑпат" (1994), "Звездный ливень" (1994), "Сире юратрӑм..." (1998), "Песни за околицей" (1998) тата ытти кӗнекисем пичетленнӗ.

2004 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.