уроженцы Чебоксарского района
Абаш (Павлов) Степан Павлович
(1918-1992)


Павлов (Абаш) Степан Павлович

Абаш Степан Павлович (Павлов) (1918-1992)

Чӑваш ҫыравҫи, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан

Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Коснар ялӗнче 1918 ҫулта ҫуралнӑ.

Степан Абаш ялти иккӗмӗш сыпӑклӑ шкулта, Шупашкарти театр техникумӗнче вӗреннӗ. Тутарстанри Чистай хулинчи чӑваш драма театрӗн директорӗ, Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ, "Капкӑн"журналӑн литература сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ.

Пьесӑсем, шӳтлӗ калавсем, фельетонсем ҫырнӑ. 12 кӗнеке авторӗ: "Хаклǎ хǎна" , "Кам Чутая, кам Алтая","Ҫǎмах яшки", "Кулас-и, кулас мар-и?", "Асамат утравӗ", "Ҫарӑк" тата ыт. те.

1992 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.