уроженцы Аликовского района
Галкин Александр Алексеевич
(12.02.1928-09.04.2002)


Галкин Александр Алексеевич

Галкин Александр Алексеевич (12.02.1928-09.04.2002).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1963), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ (1997).

1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫра ҫуралнӑ.

Ялти пуҫламӑш, Юнтапари тулли мар вӑтам шкулсенче, Калининӑри педучилищӗре, Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче: редактор, аслӑ редактор, редакци заведующийӗ, тӗп редактор заместителӗ, тӗп редактор (1953-1971) пулса ӗҫленӗ. "Тӑван Атӑл" журналӑн тӗп редакторӗ (1971-1980), "Капкӑн" журналӑн литература уйрӑмӗн заведующийӗ (1980-1990) пулнӑ.

А. Галкинӑн "Юханшыв Патӗнче" пӗрремӗш сӑввине "Ялав" (1956) журналта пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш сборникӗ - "Пӗчӗк ӗҫченсем" - 1958 ҫулта тухнӑ. Тӗнчери нумай ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл куҫарнӑ произведенисем хушшинче Г. Брянцевӑн "Вӑрттӑн сукмаксем", В. Арсентьевӑн "Тайгари тӗлпулусем", К. Станюковичӑн "Моряксем", М. Пришвинӑн "Тилӗ ҫӑкӑрӗ" тата ыттите. Пӑлхар, Чехословаки, Араб, Франци, Инди, эстони, белорус ҫӗршывӗнчи тата мари, тутар, удмурт, мӑкшӑ писателӗсен произведенийӗсене те вӑл чылай куҫарнӑ. Вырӑнти пичет страницисенче, "Капкӑн" журналта хӑйӗн ҫӗнӗ произведенийӗсене вӑхӑтран вӑхӑта пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсем хушшинче: "Ырлӑхри сысна", "Кивӗлӗх чури", "Ирӗксӗр тиркев", "Хуҫа", "Ватлӑхра ҫӗнелнӗ юрату" тата ыттите. Поэтӑн сӑввисемпе Ф. Лукинпа, Г. Лебедев, Г. Хирбю, А. Асламас тата ытти композиторӗсем 200 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ: "Сурӑмпала Выла хушшинче", "Кӑвак чечексем", "Ҫӗмӗртсем ларсассӑн ҫеҫкене", "Аннене", "Мӗн кирлӗ-ши" тата ыттите.

Тӗп кӑларӑмсем: "Ик тӗслӗ хум", "Пурнӑҫра - пӗр мыскара", "Сӗрен кӗперӗ умӗнче...", "Сиплӗ сӑмах", "Тӑван тавралӑхра", "Чӗрӗ парне", "Пурнӑҫра - тӗрлӗрен мыскара", "Ҫӗр ҫинче", "Кукӑр пӑшал", "Слезы дождя", "Смех не для всех", "Туссем", "Хӗвел тухсан", "Юптарса - пӑрӑҫ хыптарса", Аптраман Раман", "Хаваслӑ ачасем" тата ыттите.

2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вильнӗ.