уроженцы Вурнарского района
Кузьмин (Х. Зорский) Владимир Прокопьевич
(19.08.1937)


Кузьмин Владимир Прокопьевич: фото

Кузьмин (Х. Зорский) Владимир Прокопьевич (19.08.1937).

Писатель, журналист, Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ (1992).

1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнарти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ҫара кайиччен икӗ ҫул киномеханикра ӗҫленӗ. Инҫет Хӗвел тухӑҫӗнчен ҫар службинчен таврӑнсан Вӑрнар район хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата партин Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче Элӗк район хаҫачӗн, "Ҫамрӑк коммунист", "Советская Чувашия" хаҫатсен, "Капкӑн", "Тӑван Атӑл" журналсен редакцийӗсенче вӑй хунӑ, Йӗпреҫри район хаҫачӗпе "Тракторострой" хаҫат редакторӗ пулнӑ.

Прозӑпа ҫырнӑ пӗрремӗш произведенийӗ 1960 ҫулта "Тӑва Атӑл" журналта пичетленсе тухнӑ. Пӗрремӗш кӗнеке "Тип мунча" 1977 ҫулта тухнӑ. Унтанпа ҫыравҫӑ 20 кӗнеке енне пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Виҫӗ юман", "Аттесен ҫулӗпе", "Алӑри пӳрнесем те пӗр тан мар", "Савнисӗр савӑк ҫук", "Вӑрланӑ юрату", "Тымар", "Ҫӑлкуҫ", "Картлашка", "Илем ҫӑлтӑрӗсем", "Юрату кӑварӗ", "Тутлӑ-йӳҫӗ мунчара", "Тамӑк хуранне вӑрлани"; вырӑсла - "Чувашская красавица".

Раҫҫей Журналистсен Союзӗн "Профессии пӗрлӗхӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" Хисеп паллипе чысланӑ.

Награжден Почетным знаком Союза журналистов России "За заслуги перед профессиональным сообществом".