уроженцы Мариинско-Посадского района
Мартьянова Любовь Васильевна
(16.12.1950-18.10.2022)


Мартьянова Любовь Васильевна

Мартьянова Любовь Васильевна (16.12.1950)

Поэт, прозаик, журналист, Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1986).

Вӑл 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Любовь Васильевна Мартьянова Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ, чылай ҫул хушши "Тӑван Атӑл" журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.

Пӗрремӗш сӑввисем "Ҫилҫунат" тата "Коммунизм ялавӗ" ("Хыпар") хаҫатсенче пичетленсе тухнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки "Эп чӗртнӗ вучах" ятпа 1982 ҫулта пичетленнӗ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Эп чӗртнӗ вучах" (1982), "Сенкер ачалӑх" (1983), "Шурӑ юр юрри" (1986), "Йышӑнман сӑмахсем" (1991).