уроженцы Козловского района
Тимофеев Григорий Тимофеевич
(02.02.1878-17.10.1937)


Тимофеев Григорий Тимофеевич: фото

Тимофеев Григорий Тимофеевич (02.02.1878-17.10.1937)

Писатель, этнограф, фольклорист, педагог.

1878 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Тӗрлемес салинче ҫуралнӑ.

Григорий Тимофеевич Тимофеев ялти шкултан, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1896 ҫулта, учитель ятне илнӗ хыҫҫӑн, ӑна Тутар Республикинчи Элшел ятлӑ чӑваш ялне ачасене вӗрентме янӑ. Элшелте ӗҫленӗ чухне вӑл Пӳркел таврашӗнчи чӑваш ялӗсене час-часах кайса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене нумай ҫырса илнӗ, "Тӑхӑрьял" ятлӑ этнографиллӗ очерксемпе халӑх сӑмахлӑхӗн кӗнекине пухса хатӗрленӗ. 1925 ҫулта Г.Тимофеев Шупашкара куҫса килнӗ. Тӑлмачӑра, учительте ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн пӗтӗм ҫемйипе Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ: малтан Кемӗр, унтан Новокузнецк хулисене ҫитнӗ. 1931-1937 ҫулсенче Оренбург облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Анат Курмей ялӗнче пурӑннӑ, шкулта ачасене математика, вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ. Анчах та 1937 ҫулта ӑна контрреволюционер тесе тӗрмене хупнӑ, ҫав ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Абдулино хулинче персе вӗлернӗ. 1967 ҫулта унӑн таса ятне тавӑрнӑ.

Паллӑ ҫыравҫӑ фольклористӑн Г.Тимофеевӑн чӑваш историйӗшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ "Тӑхӑрьял" ятлӑ ал ҫырӑвӗ авторне реабилитациленӗ хыҫҫӑн тин, 1972 ҫулта, кун ҫути курнӑ. Иккӗмӗш хут ӑна 2002 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ.