уроженцы Комсомольского района
Чаржов Гурий Гурьевич
(25.06.1940-24.05.2015)


Чаржов Гурий Гурьевич

Чаржов Гурий Гурьевич (25.06.1940-24.05.2015)

Сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1979).

1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнче ҫуралнӑ.

Гурий Гурьевич Чаржов Комсомольски вӑтам шкулӗнче, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗ ҫумӗнчи А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче пӗлу илнӗ. Пӗр тапхӑр ҫурт-йӗр тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, Чӑваш АССРӗн Радиопа телевидени комитетӗнче тата Шупашкар райхаҫатӗнче вӑй хунӑ, чылай вӑхӑт Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Г. Чаржовӑн пӗрремӗш сӑввисем 1956 ҫулта район хаҫатӗнче пичетленнӗ. Вӑл тӗрлӗ халӑх сӑвӑҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе те ӗҫленӗ. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем сахал мар юрӑ хывнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Вӗҫев" (1974), "Тымар" (1978), "Вӑхӑт шӑнкӑравӗ" (1987).