уроженцы Чебоксарского района
Бичурин (Иакинф) Никита Яковлевич
(09.09.1777-23.05.1853)


Бичурин Н. Я.: фото

Бичурин Никита Яковлевич (Иакинф) (09.09.1777-23.05.1853)

Монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ.

1777 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Шупашкар районӗ) Типнерте ҫуралнӑ.

Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) ачалӑхне Шупашкар уесӗнчи Шӗнерпуҫӗнче ирттернӗ. Хусанти тӗн академине пӗтерсен ӑна унтах илемлӗ калаҫмашкӑн (риторика уйрӑмне) вӗрентме хӑварнӑ. Н. Бичурин ҫамрӑклах монаха тухнӑ, пӗр вӑхӑт Тобольскри мӑнастирте ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна тӗн миссийӗн ӗҫӗпе Китая янӑ. Пулас ӑсчах кунта 13 ҫул пурӑннӑ, тухӑҫри халӑхсен чӗлхисене вӗреннӗ, тӗрлӗ словарь хатӗрленӗ, Китайри халӑхсен историйӗ ҫинчен нумай материал пухнӑ. Paҫҫee таврӑнсан вӑл Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ, Азири халӑхсен аваллӑхне тӗпчесе нумай кӗнеке ҫырнӑ. Ӑна Раҫҫейри тата Францири наукӑсен академийӗсен членне суйланӑ. Тӗпчевҫӗ А. Пушкинпа, И. Крыловпа, К. Брюлловпа т. ыт. паллӑ ҫынсемпе туслашнӑ.

Н. Бичурин хӑй Хусанта вӗреннӗ чухне вырӑсла "Тӗлӗк" тата авалхи грек чӗлхипе "Юрӑ" ятлӑ одӑсем ҫырнӑ. 1795 ҫулта тухнӑ "Паян эпир айла тайнатпӑр..." чӑвашла сӑвва Н. Бичурин ҫырнӑ е ӑна ҫырас ӗҫе вӑл та хутшӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем. Чӑвашран тухнӑ ӑсчах Китай халӑхӗн авалхи литературипе истори палӑкӗсене вырӑсла нумай куҫарнӑ ("Тӑватӑ кӗнеке", "Виҫӗ сӑмах" т. ыт. те). 1830 ҫулсенче вӑл илемлӗ очерксем те ҫырнӑ ("Байкал", "Байкал леш енне кайса курни", "Кяхтӑри ӗҫкӗ").

1853 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11 (23)-мӗшӗнче Санкт_Петербургра вилнӗ.