уроженцы Вурнарского района
Баранова Сарра Леонтьевна
(01.11.1930-10.12.2014)


Баранова Сарра Леонтьевна

Баранова Сарра Леонтьевна (01.11.1930-10.12.2014)

Ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, Чӑваш халӑхӗн Эмине ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ (1992), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1992), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995).

1930 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

Сарра Леонтьевна Баранова Вӑрнарти зооветеринари техникумӗнчен вӗренсе тухсан зоотехникра ӗҫленӗ, Шупашкарти ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, чылай ҫул хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта вӑй хунӑ. Хаҫатсемпе журналсенче 1949 ҫултанпа пичетленнӗ.

"Йӑлӑну саманчӗ" (1992), "Сар автан" (1992), "Телей валеҫетӗп" (1994) тата ытти кӗнекесен авторӗ. Ун сӑввисене юрра та хывнӑ.

2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Сарра Баранова // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи.– С. 325.