уроженцы Красноармейского района
Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) Василий Дмитриевич
(10.05.1906-29.08.1977)


Мӗтри Ваҫлейӗ: фото

Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) Василий Дмитриевич (10.05.1906-29.08.1977).

Чӑваш писателӗ, Физиолог, биологи наукисен кандидачӗ (1951), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

1906 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хальхи Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗре, чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Малтан Шупашкар районӗнчи Ишекре сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, унтан Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1930 ҫулта педагогика техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн Мӗтри Ваҫлейӗ ЧАСС ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ сӗннипе "Халӑха вӗрентес ӗҫ" журнал редакцийӗнче яваплӑ ҫыруҫинче тата ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ эрнере пӗрре кӑларакан хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшать. 1935 ҫулта Ленинградри Н.К.Крупская ячӗллӗ академине, кайран В.М. Бехтерева ячӗллӗ миме институчӗн аспирантурине ӑнӑҫлӑ вӗҫлеть. 1947-1950 ҫулсенче Ленинградри И.П. Павлов ячӗллӗ перремӗш медицина институтӗнче, 1950-1958 – Ленинградри педиатри медицина институтӗнче, 1960-1964 - Ленинградри радиаци гигиенин аслӑ наука сотрудникӗ. Физиологипе гигиена проблемисем енӗпе 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ. Унӑн наука ӗҫӗсем ГДРта, Чехословакире, Болгарире тата ытти ҫӗршывсенче пичетленсе тухнӑ.

1923 ҫулта хӑйӗн ялӗнче стена хаҫачӗ кӑларма тытӑнать. Вӑл 1927 ҫулччен тухса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй вӗренекен шкулта алӑпа ҫырса литература журналӗ кӑларса тӑнӑ. Унӑн малтанхи "Юбилейшӗн" сӑвви "Канаш" хаҫатра кун ҫути курнӑ (1928), "Хальхи мӑн куҫлисем ҫитрӗҫ" очерк "Пирӗн ял хаҫатра" (1929) тухать."Сунтал" журналта унӑн В. Усли поэт сӑввисене тишкерсе тухнӑ критикӑлла статьи пичетленеть (1930).Техникумри литература кружокӗн хастар пайташӗ пулнӑ май унӑн ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ статьисем "Хатӗр пул" журналта, "Пионер сасси", "Ҫамрӑк хресчен" хаҫатсенче пичетленеҫҫӗ. М. Ваҫлейӗн перремӗш кӗнеки "Пирӗн сас" ятпа пичетленсе тухать (1931), иккӗмеш кӗнеки - "Ыраш" (1931), виҫҫӗмӗш кӗнеки "Ирӗклӗх" (1933), тӑваттӑмӗш кӗнеке -"Пуҫламӑш шкулта юрламалли юрӑсем" (1934). 1935 султа "Пионер пуххи" юрӑсен пуххи кун ҫути курать. 1931-1932 ҫулсенче "Сунтал" журналта "Пӗве" повесть пичетленсе тухать.

1977 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29- мӗшӗнче чӗре мышци инфарктӗнчен вилсе каять.