уроженцы Мариинско-Посадского района
Канаш (Кожанов) Альберт Георгиевич
(02.08.1928-04.06.1968)


Канаш Альберт Георгиевич

Канаш (Кожанов) Альберт Георгиевич (02.08.1928-04.06.1968).

Чӑваш писателӗ, СССР писательсен Союзӗн членӗ (1962).

1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1946 ҫулта, вӑтам шкулӑн 10 класӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра вӑл йывӑр чирлесе ӳкнӗ. А. Канаш пуҫ усман, алла перо тытнӑ. Поэт вӑтам шкултан хӑй тӗллӗн вӗренсе тухнӑ, Октябрьски районӗнчи хаҫат редакцийӗ ҫумӗнчи литература пӗрлешӗвне темиҫе ҫул ертсе пынӑ, алӑпа ҫырса "Энӗш" литература журналӗ кӑларнӑ. Республикӑри ҫыравҫӑсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса тӑнӑ.

Пичетленме 1953 ҫулта тытӑннӑ. Пӗрремӗш сӑввине "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ. Пурӑннӑ чухне 2 сборник пичетленсе тухнӑ: "Сӑвӑсем", "Иккӗмӗш утӑм". Суйласа илнӗ хайлавӗсене "Шӑпчӑксем, эп сире итлесе", "Ҫук, выртмӑп аллӑма усса" сборниксенче пичетлесе кӑларнӑ.

Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗ ӑна 1956 ҫулта хисеп грамотипе чысланӑ. Поэт ячӗпе Шупашкар хулинче урама ят панӑ.

1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ.