уроженцы Красноармейского района
Яккусен (Яковлев) Петр Яковлевич
(26.08.1950-07.01.2021)


Яккусен Петр Яковлевич

Яккусен (Яковлев) Петр Яковлевич (26.08.1950-07.01.2021).

Поэт, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1989), Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1986).

1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ.

Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пӗр вӑхӑт унтах учительте ӗҫленӗ. 1968-1970 ҫулсенче ҫар ретӗнче тӑнӑ. 1975 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлеме тытӑнать, каярахпа, ялти шкулсенче вӗрентекен пулнӑ хыҫҫӑн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне таврӑнать, студентсене вӗрентет.

Поэтӑн сӑвӑ кӗнекисем: "Кумаляк", "Тӑм тӑвайкки вӑййисем", "Уй варринче", "Юман чӗлхи", "Ҫавра кӳлӗ".

П. Яккусен 1970 ҫулта "Ҫарти хастарлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ.

Награжден Почетной грамотой Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (2015).