уроженцы Чебоксарского района
Уйп Мишши (Шумилов Михаил Данилович)
(12.11.1911-23.10.1970)


Уйп Мишши: фото

Уйӑп (Шумилов) Михаил Данилович (12.11.1911-23.10.1970)

Поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, журналист, СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1970), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрекен Мӑштавӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Уйӑп Мишши 1923 ҫулта Шӑнкасри пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, Шупашкарти коммуна шкулне кайса кӗнӗ. 1927-1930 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1930 ҫулта ӑна Горький хулинчи педагогика институтне вӗренме янӑ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1933 ҫулта Шупашкарти ялхуҫалӑх рабфакӗнче истори вӗрентекенӗ пулнӑ. 1933-1935 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1935-1939 ҫулсенче малтан "Сунтал" журнал редакторӗн ҫумӗ, унтан Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленийӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ.

1939 ҫулта ӑна каллех Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, каярахпа Куйбышевра, унтан Мускавра ҫар чаҫӗсенче политработник пулнӑ. "Вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемшӗн", "1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн" тата ытти мадальсемпе наградӑланӑ.

1952-1954 ҫулсенче Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правлени председателӗ, 1954-1956 ҫулсенче – "Тӑван Атӑл" альманах редакторӗ, 1958-1963 ҫулсенче Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правлени секретарӗ тата литература консультанчӗ, 1968-1970 ҫулсенче – Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш хайлавӗсем 1925 ҫулта "Канаш", "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатсенче, "Ӗҫлекенсен сасси" журналта пичетленнӗ. 1930 ҫулта "Автозавод" ятлӑ сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Уйрӑмах ҫыравҫӑн лирикӑллӑ сӑввисем ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ, "Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ" сӑвви чи вӑйлӑ та илемлисенчен пӗри.

Ҫирӗм ытла кӗнеке авторӗ. Вырӑсларан чӑвашла М. Горький, А. Чехов, М. Шолохов, Я. Купала, Джамбул хайлавӗсене куҫарнӑ. Шупашкарти КПСС хула комитечӗн членӗ, Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Литературӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн икӗ хутчен Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Шупашкарти пӗр урама сӑвӑҫ ятне панӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Ачалӑх кунӗсем", "Илӗртӳллӗ инҫет", "Инҫе ҫулсем тӑрӑх", "Лирика", "Ҫамрӑк вӑй", "Ҫутӑ ҫул", "Светлый путь" т. ыт. те.

1970 ҫулта юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.