уроженцы Аликовского района
Афанасьев Егор Афанасьевич
(02.10.1922-26.07.1980)


Афанасьев Егор Афанасьевич: фото

Афанасьев Егор Афанасьевич (02.10.1922-26.07.1980)

Ҫыравҫӑ, журналист, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1979)

1922 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хорнсор ялӗнче ҫуралнӑ.

Егор Афанасьевич Афанасьев Етӗрнери педагогика училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн шкулта учитель пулса ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи "Малалла" тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи "Ленин ялавӗ" хаҫатсенче вӑй хунӑ.

Ытларах ачасем валли ҫырнӑ. "Алӑри кайӑк", "Мӗнле пурӑнатӑн, Атӑл?" пьесӑсем, "Сӑвӑсемпе юмахсем", "Ӗшнери елка", "Кентти" тата ытти кӗнекесен авторӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 1980 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ, Ҫӗмӗрле хулинче пытарнӑ.

Егор Афанасьев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 277.