уроженцы Моргаушского района
Ржанов Василий Тимофеевич
(17.04.1915-17.06.2009)


Ржанов Василий Тимофеевич: фото

Ржанов Василий Тимофеевич (17.04.191518.06.2009)

Писатель, драматург, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2015)

1915 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чикме уесӗнчи (халӗ Муркаш районӗ) Вӑрманкас-Шашкар ялӗнче ҫуралнӑ.

Василий Тимофеевич Ржанов 1931 ҫулта Каршлӑхри хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. "Канаш", "Красная Чувашия", "Крестьянская газета" хаҫатсен активлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1932 ҫултан В. Ржанов республикӑри "Союзпечать" уйрӑмӗн директорӗнче, каярах хаҫат редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫар хаҫачӗсен корреспонденчӗ пулнӑ. 1940-1941, 1945-1955 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Искусство управленине ертсе пынӑ. 1932-1940, 1955-1961 ҫулсенче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр институтӗнче тата Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче кӗретсӗр вӗреннӗ.

Литературӑна В. Ржанов 1949-1950 ҫулсенче ҫырнӑ "Тӗнче ҫаврӑнать (Энтип)" драмипе кӗрет. Унсӑр пуҫне унӑн "Ял кулли", "Мистер Кент шикленет", "ШурӐ кӑвакарчӑн" пьесисем паллӑ. В. Ржанов фельетонсем те, публицистикӑлла статьясем те ҫырнӑ.

Ҫыравҫӑ 2009 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Куҫкин ялӗнче вилнӗ.