уроженцы Батыревского района
Любимова (Юрату) Альбина Васильевна
(25.08.1959)


Любимова (Юрату) А. В.

Юрату (Любимова) Альбина Васильевна (25.08.1959)

Журналист, поэт, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1990), Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ (2001), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2008).

1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Альбина Васильевна Юрату 1978 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. 1979 ҫулта ӑна М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне журналистика факультетне ӑсталӑха туптама куҫарнӑ. Шкулта ӑс пухнӑ чух вӑл "Пионер сасси" ("Тантӑш") хаҫатпа ҫывӑх туслашнӑ.

Пӗр хушӑ Елчӗк районӗнчи "Колхоз ялавӗ" хаҫатра вӑй хунӑ, Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче радиоредакторта тимленӗ, Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑка сыхлас министерствин пресс-секретарӗ пулнӑ.

Альбина Юратун пӗрремӗш кӗнеки 1992 ҫулта "Каях, сывӑ пул" ятпа пичетленсе тухнӑ. Вӑл журналистикӑра та ӗҫлет. Унӑн тӗрленчӗкӗсемпе очеркӗсем республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта час-часах пичетленеҫҫӗ. Альбина Юрату – Чӑваш писателӗсен, Халӑхсем хушшинчи писательсен, Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗсен членӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата нумай конкурс лауреачӗ.

20 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ: "Эп сана юрататӑп", "Любовь моя – боль моя", "Чӗрем витӗр иккӗн утас ҫул выртать...", "И многоточье ставлю я опять...", "Кӗтетӗп сана, килсем...", "Симӗс куҫлӑ юратӑвӑм...", "Я жить без тебя не могу..." тата ыт. те.