уроженцы Шумерлинского района
Ахах (Ундрицов) Иван Евграфович
(12.01.1899-15.03.1920)


Ахах И. Е.

Ахах (Ундрицов) Иван Евграфович (12.01.1899-15.03.1920).

Чӑваш писателӗ, Граждан вӑрҫине хутшӑнакан.

1899 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хальхи Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтра ялӗнче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1908 - 1912 ҫулсенче Юманри пуҫламӑш шкулта, 1912 - 1914 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутайри икӗ класлӑ шкулта, Хусанти ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ археологи институтӗнче вӗреннӗ. 1918 ҫулта "Канаш" хаҫат редакцинче ӗҫлеме куҫнӑ, Хӗвелтухӑҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӑн политика пайӗ чӑваш салтакӗсем валли "Чухӑнсен сасси" хаҫат кӑларма тытӑнсан Иван Ахах ҫав хаҫат редакцийӗн секретарӗнче ӗҫленӗ.

Иван Ахах чылай сӑвӑпа калав ҫырса хӑварнӑ. Поэт вырӑсларан чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе те чылай ӗҫленӗ. Вӑл куҫарнӑ хӑйлавсенчен 1918 ҫулта Хусанта икӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ, 1972 ҫулта "Атьӑр социализмшӑн ҫапӑҫма!" ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.

1920 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче писатель тӑван ялӗнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.