уроженцы Козловского района
Трубина Марфа Дмитриевна
(02.09.1888-27.11.1956)


М. Д. Трубина

Трубина Марфа Дмитриевна (02.09.1888-27.11.1956).

Писатель, СССР Писателӗсен союзӗсен членӗ (1934), учитель, Чӑваш АССР шкулӗпе РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ.

1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ.

М. Трубина Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫӗнчи земство шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ каярах ытти шкулсенче ӗҫлет. Шкулта вӑл 43 ҫул ӗҫленӗ.

1920 ҫултан пуҫласа хаҫат-журналсенче Трубина Мархвин сӑввисем пичетленме тытӑнаҫҫӗ, анчах унӑн пултарулӑхӗ ытларах прозӑра вӑй илнӗ. Пирвайхи калавсем: "Лапчӑк пӳртре", "Эрех ҫулӗ", "Пасар кунӗ". Калавсемсӗр пуҫне "Ҫӗр чӗлхи", "Килет", "Ҫӗнтерчӗ" пьесӑсем ҫырнӑ. "Мучар" повесть пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑван халӑхӑн паллӑ ҫыравҫи пулса тӑрать. Паллӑрах кӗнекесем: "Чӑваш юмахӗсем", "Хӗрлӗ галстук", "Ҫӗнтерчӗ", "Марине", "Хӑнаран", "Ӗҫ тухмарӗ", "Мучар", "Хӗллехи кунсене", "Калавсем", "Калавсемпе юмахсем", "Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх", "Шӗшкӗ", "Вупӑр", "Ача чухнехи", "Ҫырнисен пуххи".

М. Трубина Ленин орденӗпе, "Ӗҫре палӑрнӑшӑн" медальпе наградӑланӑ, Чӑваш АССР шкулӗпе РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ хисеплӗ ятсем панӑ, Шупашкарти пӗр урам ун ячӗпе хисепленсе тӑрать.

Ҫыравҫӑ 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Аслӑ Куснар ялӗнче вилнӗ.