уроженцы Ядринского района
Медведев Алексей Фомич
(14.10.1913-14.11.2001)


Медведев Алексей Фомич: фото

Медведев Алексей Фомич (14.10.1913-14.11.2001)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1972).

1913 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Урапакасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Алексей Фомич Медведев Палтайри тата Етӗрнери шкулсенче вӗреннӗ. 1931 ҫулхи ҫуркунне Чулхулана автогигант тума тухса кайнӑ. Пӗр хушӑ Вӑтам Азире ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ ӗҫре пулма тӳр килнӗ унӑн: ҫӗр чавнӑ, статист, техника контролерӗ, корректор, репортер, библиограф, редакци яваплӑ секретарӗ, корреспондент пулнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑри паттӑрлӑхшӑн ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе, темиҫе медальпе наградӑланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Алексей Фомич темиҫе ҫул хушши Етӗрне районӗнчи "Правда" колхоза ертсе пынӑ.

А. Медведев 1972 ҫултанпа СССР Писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ пулнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: "Юлташ йӗрӗпе" (1941), "Аля кӑвакалӗсем" (1967), "Пирӗн отряд" (1959; 1971; 1980), "Ылтӑн уй" (1983), "Тулли пучах" (1988).

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ (1983).

Писатель 2001 ҫулта тӑван ялӗнче вилнӗ.