уроженцы Чебоксарского района
Иван Мучи (Илларионов, Иван Иванович)
(29.09.1895-28.04.1946)


Иван Мучи (Илларионов Иван Иванович): фото

Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) (29.09.1895-28.04.1946)

Писатель-сатирик, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934), артист, Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисене хутшӑнаканӗ.

1895 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Чуралькасси (халӗ Тойтерек) ялӗнче ҫуралнӑ.

Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) ялти шкулта, Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн Хусанти пӗрремӗш чӑваш театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ. 1922 ҫулта театрпа пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Пӗр вӑхӑт "Канаш" хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ.

И. Мучи чӑвашсен сатира журналне – "Капкӑна" пуҫласа яраканӗ пулнӑ. Вун пилӗк ҫул ытла ҫак журналӑн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑваш академи театрне ӗҫлеме куҫнӑ.

Иван Мучи талантлӑ артист, чӑваш литературинче сатирапа юмор жанрне пуҫараканӗ, ӑста прозаик пулнӑ. Вӑл классикӑлла вырӑс литературине пропагандалас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. А.П. Чехов произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Писатель 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта сарӑмсӑр вилсе кайнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Колхоз ҫулне тухнӑ чух" (1931), "Калавсем" (1940), "Кӗске калавсем" (1955), "Тавӑрпи" (1961); вырӑсла – "Комсомольская заутреня" (1924).

Иван Мучи // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 50.