уроженцы Вурнарского района
Айдаш (Григорьев) Юрий Григорьевич
(22.06.1938-09.11.2014)


Айдаш Юрий Григорьевич: фото

Айдаш (Григорьев) Юрий Григорьевич (22.06.1938-09.11.2014).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1974), Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1980), Чӑваш Республикин К. В. Иванова ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1991), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996).

1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Хусан университетӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан Тутарстанри чӑваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Чӑваш телевиденипе радио комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Чӑваш писателӗсен союзӗн правлени аппаратӗнче, "Хатӗр пул" тата "Тӑван Атӑл" журналсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекесем: "Йӗплӗ роза", "Тӗлпулу", "Кӑнтӑр ҫутипе", "Сӑнсем", "Ирхи кӳлӗм", "Атнер", "Шӑпа"; "Круг жизни", "Холмы России".

2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшенче ҫӗре кӗнӗ.