уроженцы Красноармейского района
Янгас (Ефимов) Нестер Кириллович
(05.03.1909-05.09.1942)


Янгас Нестер Кириллович

Янкас (Ефимов) Нестер Кириллович (20.02(05.03).1909-05.09.1942).

Писатель, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1934).

1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗ) Чӑваш Республикинчи Красноармейски районӗнчи Янкасра вӑтам хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ.

Нестер Янкас пуҫламӑш шкулта, Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта, икӗ ҫул Ҫӗрпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вӗреннӗ. Вунултӑ ҫултах Шупашкарти типографине ӗҫлеме кӗнӗ. Каярах "Сунтал" журнал редакцийӗнче, Самар хулинчи Мяги ячӗпе хисепленекен типографире редактор, Чӑваш кӗнеке издательствинче техредактор, 1934 ҫултанпа "Сунтал" журналӑн ответлӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

Поэт хӑйӗн произведенийӗсенче ҫӗнсе илнӗ телейлӗ пурнӑҫа ("Улӑх кӗвви", "Ҫул тӑрах", "Тулли кӗмӗл уйӑх"), халӑх паттӑрлӑхне ("Чапаев вилӗмӗ", "Михаҫ", "Савнине", "Амӑшӗ", "Мухтавлӑ вилӗм") мухтанӑ.

Поэтӑн лирика сӑнарӗ пурнӑҫ илемне хӗрӳ ӗҫре шыракан ҫамрӑк ("Ялта", "Шетмӗ шывӗ хӗрринче", "Юра пуҫламӑшӗ") ҫын. Янкас рабочи класс ҫинчен те ("Фабрикӑра!.", "Кӗрхи Атӑл", "Фабрика юррисем") чылай ҫырнӑ. Унӑн калав, очерк нумай, вӗсенчен ҫаксене асӑнмалла: "Паттӑр хӗр", "Тыткӑнра", "Телейлӗ ҫул", "Сӑрнаев", "Катя".

Сӑвӑҫӑн кунҫулӗ 1942 ҫулта татӑлнӑ. Вӑл Улатӑр районӗнче тӗрмере вилнӗ.