уроженцы Батыревского района
Сачкова Людмила Николаевна
(28.11.1957)


Сачкова Людмила Николаевна: фото

Сачкова Людмила Николаевна (28.11.1957)

Ҫыравҫӑ, публицист, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1997).

1957 ҫулта чӳк уйӑхӗн 28 мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

Сачкова Людмила Николаевна вӑтам шкултан тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар, Патӑрьел, Елчӗк районӗсенчи шкулсенче учитель пулса ӗҫленӗ, "Коммунизм ялавӗ" хаҫат, "Пике" журнал, Чӑваш радио редакцийӗсенче вӑй хунӑ.

1986 ҫултанпа "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Ҫилҫунат" журналсенче, республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенче пичетленсе тӑрать. Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1997).

Ачасен пурнӑҫне тата ҫамрӑксен проблемисене хускатакан пьесӑсемпе калав-повеҫсем ҫырать. Унӑн паянхи куна ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: "Аякри тӑванӑм та ҫывӑхра", "Чӗкеҫӗм, чӗкеҫ" (1996), "Ытарайми куҫсем" (2000), "Шӑпӑрлан" (2003).