уроженцы Канашского района
Мышкина Альбина Федоровна
(16.06.1972)


Мышкина Альбина Федоровна: фото

Мышкина Альбина Федоровна (16.06.1972).

Литературовед, филологи наукисен докторӗ (2006), доцент (2009), Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗ (2003), Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премин лауреачӗ (1999), Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2019).

1971 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. 1995-2004 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче ӗҫленӗ. 1999-2002 ҫулсенче аспирантурӑра вӗренсе чӑваш литературӑпа филологи ӑслӑлӑхсен кандитат диссертацине хӳтӗленӗ, 2007-2009 ҫулсенче - культура кафедрин доценчӗ, 2009-2011 ҫулсенче – профессор, 2011-2015 ҫулсенче - культура кафедрин заведующийӗ тата физкультурӑпа коммуникаци кафедрин заведующийӗ, 2015 ҫултан - чӑваш филологипе культура кафедрин профессорӗ.

Литература ӗҫне студент ҫулӗсенче тытӑннӑ. Прозӑлла ҫырнӑ пӗрремӗш калавӗ "Юр пӗрчи" 1993 ҫулта кун ҫути курнӑ. Виҫӗ хӗрпе сар каччӑ" ятлӑ перремӗш повеҫӗ 1995 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн асӑннӑ журналта ҫине-ҫинех унӑн "Пурнӑҫ техӗмӗ" калав, "Ҫур ҫӗр хыҫҫӑнхи шӑнкӑрав", "Сӳннӗ ӗмӗтсен утравӗ", "Малтанхи пиль" повеҫсем тухнӑ.