уроженцы Урмарского района
Павловская Ангелина Ивановна
(31.01.1939)


Павловская Ангелина Ивановна

Павловская Ангелина Ивановна (31.01.1939)

Чӑваш ҫыравҫи.

1939 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Ангелина Ивановна Павловская Аслӑ Чак ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан, Ҫӗрпӳри библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1959-1964 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Библиотекӑра вӑй хунӑ, шкулсенче ачасене вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ.

А. Павловскаян пӗрремӗш хайлавӗ – "Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре" – 1983 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ. Каярах унӑн "Ыраш шӑркана иккӗ лармасть", "Саланнӑ кӗлте", "Раштав саламӗ", "Сапаскар хӗрӗ" повеҫсем, "Вӗрене шывӗ те пылак" роман тата ытти калавсем тухнӑ.