уроженцы Цивильского района
Викторов Иван Викторович
(09.10.1901-1944)


Викторов Иван Викторович: фото

Викторов Иван Викторович (09.10.1901-1944)

Ҫыравҫӑ, Граждан вӑрҫин тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934).

1901 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Хурамалта ҫуралнӑ.

Иван Викторович Викторов Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче (1918-1921) Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн Хусанти учительсен семинарийӗнче, Мускаври литература институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл Мускаври тӗп издательствӑн чӑваш секцийӗнче, "Чӑваш хресченӗ" хаҫатӑн яваплӑ ҫыруҫинче, Самарти "Колхозник" хаҫатӑн редакторӗнче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хастаррӑн ҫапӑҫнӑ, партизан отрячӗн разведчикӗ пулнӑ. Пӗр ҫапӑҫу заданине пурнӑҫланӑ чухне плена лекнӗ. 1944 ҫулта фашистсен концлагерӗнчен тарнӑ чух ӑна хӑваласа ҫитсе калама ҫук хытӑ асаплантарса вӗлернӗ.

Сӑвӑсем, калавсем, очерксемпе драмӑсем ҫырнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: "Ялти кӗвӗсем" (1925), "Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем" (1926), "Ҫырмара" (1929).