уроженцы Аликовского района
Тукташ (Семенов) Илья Семенович
(29.07.1907-20.01.1957)


Тукташ (Семенов) Илья Семенович

Тукташ Илья Семенович (Семенов) (29.07.1907-20.01.1957)

Поэт, прозаик, тӑлмачӑ, литературовед, фольклорист, Чӑваш Республикин гимнӗн авторӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан, СССР писательсен Союзӗн членӗ (1934)

1907 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16 (29)-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.

Илле Тукташ Хӗрлӗ Чутайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти парти шкулӗнче, Самарти геологи тӗпчев институтӗнче вӗреннӗ. Элӗк вулӑсӗн комсомол комитечӗн секретарӗ, "Хатӗр пул" журнал редакцийӗн яваплӑ секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, "Колхозник" хаҫат сотрудникӗ, Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институчӗн наука сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Илья Тукташ дивизи хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ. Вӑрҫӑран йывӑр чирлесе килнӗ.

И. Тукташ ячӗ халӑх хушшинче паллӑ ят. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл сӑвӑсемпе юрӑсем, поэмӑсемпе драмӑсем, повӗҫсемпе калавсем, юмахсемпе халапсем, ачасем валли те аслисем валли те нумай ҫырнӑ. Унӑн нумай сӑввине композиторсем юрра хывнӑ. Вӑл Чӑваш Республикин гимнӗн сӑмахӗсен авторӗ. Ҫыравҫӑ илемлӗ очерксем те сахал мар ҫырнӑ, пӗрремӗш очеркӗсем: "Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ", "Ҫамрӑк колхозниксем".

К. Иванов, Н. Ваҫанкка, С. Элкер пултарулӑхне тӗпченӗ. Чӑваш халӑхӗн авалхипе хальхи юрри-сӑввисене, халапӗ-юмахӗсене пухас тата тишкерес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ "Чӑваш фольклорӗ" кӗнеке икӗ хутчен пичетленсе тухнӑ. Ҫыравҫӑ "Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ юрӑ" вырӑс эпосне (Иван Ивникпе пӗрле), М. Шолоховӑн "Лӑпкӑ Дон" романне, М. Горькин "Хӗрпе вилӗм" тата "Кӑйкӑр ҫинчен хунӑ юрӑ" калавӗсене, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов юррисене, В. Шекспир сонечӗсене вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Шкул валли вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлес енӗпе нумай ӗҫленӗ.

Тӗп кӑларӑмсем : "Ҫӗр хуҫисем", "Сӑвӑсемпе юрӑсем", "Хӗвел", "Вӑкӑр ҫырми", "Октябрь ҫилӗ", "Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ", "Хура кушак", "Телей чечекӗ", "Этем ҫуралчӗ" т. ыт. те.

1957 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.