уроженцы Вурнарского района
Емельянов Анатолий Викторович
(10.01.1932-23.11.2000)


Емельянов Анатолий Викторович

Емельянов Анатолий Викторович (10.01.1932-23.11.2000).

Писатель, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ (1966).

1932 ҫулта кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнарти зооветеринари техникумӗнче, партин Ленинградри аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫар службинче пулнӑ. Вӑрнар районӗнчи партипе комсомол ӗҫӗсенче вӑй хунӑ. Чӑваш АССРӗн культура министрӗ пулнӑ, СССР Писателӗсен союзӗн ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнче вӗреннӗ, пӗр хушӑ Чӑваш Министрсен Совечӗн Издательствӑпа полиграфи тата кӗнеке сутас ӗҫ управленине ертсе пынӑ. 1978-1986 ҫулсенче Чӑваш Писателӗсен союзӗн правлени председателӗсенче ӗҫленӗ, СССР Писателӗсен союзӗн правлени членӗ, РСФСР Писателӗсен союзӗн секретарӗ пулнӑ.

Малтанхи произведенийӗсем "Ялав" тата "Тӑван Атӑл" журналсенче 1957 ҫултанпа пичетленме пуҫланӑ. А. Емельянов 30 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Канӑҫсӑр ҫуркунне", "Ҫавал сарӑлсан", "Шӑнкӑрав курӑкӗ", "Хура кӑрӑҫ", "Кӗмӗл туй", "Ватӑ ӑшши", "Ят"; вырӑсла - "Перевертыш".

Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен премине (1975), Чӑваш АССРӗн К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен Патшалӑх премине (1990), "Чӑваш АССР халӑх писателӗ" хисеплӗ ят (1990) панӑ. Ӑна халӑхсен туслӑхӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпре наградӑланӑ.

Писатель 2000 ҫулхи чӳк ухӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ.