уроженцы Канашского района
Азамат (Смирнова) Светлана Васильевна
(24.06.1952)


Азамат Светлана Васильевна: фото

Азамат (Смирнова) Светлана Васильевна (24.06.1952).

С. Асамат - Раҫҫей писателӗсен тата журналисчӗсен союзӗсен членӗ, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн членӗ, Чӑваш Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин, Ульяновск облаҫӗн И. Я. Яковлев ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, Ульяновск облаҫӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Ятарлӑ тата аслӑ пӗлӳ Канашри педагогика училищинче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Муркаш районӗнчи Калайкассинчи вӑтам шкулта, Шупашкарти 35-мӗш шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче, чӑваш патшалӑх радиопа телевидени хорӗнче, Чӑваш телевиденийӗнче, республикӑри халӑх пултарулӑхӗн наукӑпа методика центрӗнче вӑй хунӑ, К. В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ертӳҫи (2004-2007) тата ҫар мухтавӗн Музейӗн наука сотрудникӗ (2010-2013) пулнӑ.

С. Асамат сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем юрӑ, юрӑпа ташӑ сюиты кӗвӗленӗ, поэтесса хӑй те юрӑсем ҫырать. 1991 ҫулта Ленинградри «Мелодия» фирмӑра «Светлана Асамат юрлать» пластинка тухнӑ.

С. Асаматӑн паллӑрах кӗнекисем вырӑсла: «Стихи под настроение» (1996), «В приоткрытую дверь» (2000), «Скакало время» (2002), «Радость» (2004); чӑвашла: «Хур кайӑк ҫулӗ» (1986), «Ӑшӑ ҫил» (1999), «Сас» (1999), «Чӑтӑм» (2003), «Ҫумӑр ташши» (2004).