уроженцы Козловского района
Кореньков Гаврил Алексеевич
(05.04.1884-16.03.1949)


Кореньков Гаврил Алексеевич: фото

Кореньков Гаврил Алексеевич (05.04.1884-16.03.1949)

Поэт, куҫаруҫӑ, педагог, РСФСР тава тивӗҫлӗ шкул учителӗ (1945).

1884 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Куславкка районӗ) Кивӗ Тӗрлемесре вӑтам хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ.

Гаврил Алексеевич Кореньков 1892-1895 ҫулсенче ялти шкулта, унтан 1903 ҫулччен Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн тӑван ялӗнче учительте ӗҫленӗ.

Литература ӗҫне 1901 ҫулта тытӑннӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче "Ҫамрӑк сӑвӑҫсен ушкӑнӗ" йӗркеленӗ, пӗр вӑхӑт ал ҫыру журналӗ кӑларса тӑнӑ, унта вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.

1901-1917 ҫулсенче сӑвӑҫ ҫӗр аллӑ патне сӑвӑ-юрӑ, юмах-поэма хайланӑ, чӑваш халӑх юмахӗсене чылай сӑвӑланӑ. Унӑн лирикинче гражданлӑх, философи, пейзаж, юрату темисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Г. Кореньков И.А. Крыловӑн юптарӑвӗсене, А.С. Пушкинӑн "Пулӑҫӑпа пулӑ" юмахне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хӑш-пӗр сӑввисемпе куҫарӑвӗсем 1906-1907 ҫулсенче "Хыпар" хаҫатра тухнӑ, нумайӑшӗ халиччен пачах пичетленмен.

Поэт шахвӑртуллӑ-йӗкӗлтуллӗ поэмӑсемпе сӑвӑсем ҫырнӑ, вырӑсларан куҫарнӑ. 1920-1940 ҫулсенче вӑл шкул кӗнекисем хатӗрлес ӗҫе те хутшӑннӑ. Ҫутӗҫӗнче нумай вӑхӑт хушши пархатарлӑ ӗҫленӗшӗн вӑл Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ шкул учителӗ ята тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗ парса чысланӑ.